Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Анчах та эсӗ кутӑн, ӳкӗнес теместӗн, ху валли хӑвах ҫилӗ пуҫтаратӑн. Турӑ ҫиллин кунӗнче Унӑн тӳрӗ судне эсӗ курӑн-ха. Унӑн ҫиллин аслӑ кунӗ ҫитрӗ! Ҫак ҫилле кам тӳссе ирттерме пултарӗ?» Вӑл пур ҫынсене те: аслисемпе кӗҫӗннисене те, пуянсемпе чухӑнсене те, ирӗклисемпе чурасене те – сылтӑм алли е ҫамки ҫине ҫыру палли лартма хистет. Вара вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Турӑран хӑрӑр, Ӑна мухтӑр, мӗншӗн тесен Унӑн суд тумалли вӑхӑчӗ ҫитрӗ. Тӳпене, ҫӗре, тинӗсе тата ҫӑлкуҫсене Пултаракана пуҫҫапӑр!» Мӗншӗн тесен Унӑн сучӗ тӳрӗлӗхлӗ те чӑн. Ҫав виҫесӗр аскӑнчӑка, пӗтӗм ҫӗре астарса яракана, Турӑ суд туса айӑпларӗ, Хӑйӗн чурисен юнӗшӗн тавӑрчӗ». Анчах та тискер кайӑка тата ун умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан суя пророка ярса тытрӗҫ. Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫсене кӑтартса вӑл тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттаракансене, тискер кайӑк сӑнарне пуҫҫапакансене илӗртсе улталанӑ. Вара тискер кайӑкпа суя пророка иккӗшне те кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ. Унтан эпӗ пысӑк шурӑ престол тата ун ҫинче Ларакана куртӑм. Вӑл пуртан ҫӗрпе пӗлӗт те ҫухалчӗ: вӗсем валли вырӑн юлмарӗ.
Выбор основного перевода