Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫапах та санӑн патӑнта, Сардисра, хӑйсен таса тумне вараламан темиҫе ҫын пур. Вӗсем Манпа пӗрле шурӑ тумтирпе ҫӳреме тивӗҫ пулӗҫ. Путек улттӑмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, ҫакна куртӑм: питӗ вӑйлӑн ҫӗр чӗтренчӗ, хӗвел хуйхӑ тумтирӗ пек хуралчӗ, уйӑх юнланнӑ пек хӗрелчӗ. Вара вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Турӑран хӑрӑр, Ӑна мухтӑр, мӗншӗн тесен Унӑн суд тумалли вӑхӑчӗ ҫитрӗ. Тӳпене, ҫӗре, тинӗсе тата ҫӑлкуҫсене Пултаракана пуҫҫапӑр!» Анчах та, хӑйсен ӗҫӗсемшӗн ӳкӗнес вырӑнне, вӗсем инкек-асапӗсемшӗн Ҫӳлти Турра хурларӗҫ. Вара ҫиҫӗмсем ялтӑртатма пуҫларӗҫ, аслати кӗрлесе авӑтрӗ. Ҫав тери вӑйлӑн ҫӗр чӗтренчӗ. Кунашкалли этем ҫӗр ҫинче пурӑнма пуҫланӑранпа та пулман!
Выбор основного перевода