Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Иисус пӗтӗм Галилея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӑл унти синагогӑсенче вӗрентнӗ, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, халӑха тӗрлӗ чир-чӗртен, халсӑрлӑхран сыватнӑ. Унтан Иисус Хӑйӗн вун икӗ вӗренекенне чӗнсе илнӗ. Вӑл вӗренекенӗсене, усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларччӑр тесе, вӗсене пӑхӑнтарма, тӗрлӗ чир-чӗртен, тӗрлӗ халсӑрлӑхран сыватма хӑват панӑ. Чылайӑшне Вӑл чир-чӗртен сыватнӑ, усал сывлӑшсене те нумай хӑваласа кӑларнӑ. Усалсене Вӑл Хӑй Христос пулнине пӗлни ҫинчен калама чарнӑ. Вара Вӑл пӗтӗм Галилея тӑрӑх ҫӳресе унти синагогӑсенче ӳкӗтлесе вӗрентнӗ тата усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларнӑ. Вӗсен ӗненменлӗхӗнчен Иисус питӗ тӗлӗннӗ. Унтан вара таврари ялсенче вӗрентсе ҫӳренӗ. Ҫавӑн чухне Иисус нумай ҫынна чир-чӗртен сыватнӑ, усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларнӑ, суккӑр ҫынсенчен чылайӑшне куракан тунӑ. Иисус ҫынсене вӗрентсе ял-хула витӗр тухнӑ. Унӑн ҫулӗ Иерусалималла выртнӑ.
Выбор основного перевода