Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Хуҫамӑр, килте ман тарҫӑм хускалайми асапланса вырӑнпах выртать». Иисус ҫавӑрӑннӑ та ӑна асӑрхаса ҫапла каланӑ: «Хӑюллӑ пул, хӗрӗм! Ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана». Хӗрарӑм вара ҫав самантрах сывалнӑ. Вӑл пурин куҫне те курӑннӑран вӗсен сехри хӑпнӑ та. Иисус вара ҫав самантрах сасӑ парса: «Хастар пулӑр! Ку – Эпӗ, ан хӑрӑр!» – тенӗ. Иисус чарӑннӑ та ӑна чӗнсе илме хушнӑ. Вара ҫынсем хайхи суккӑра: «Ан хӑра, тӑр, Вӑл сана пыма хушать», – тенӗ. Вара Иисус хӗрарӑма каланӑ: «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ». Ҫав ҫынсем Иисус патӗнчен кайсан Петр, хӑй мӗн каланине ӑнланмасӑр, Иисуса ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Епле аван пире кунта. Атьӑр эпир виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне – Сан валли, теприне – Моисей валли тата теприне – Илия валли». Тепӗр каҫхине вара ӑна Хуҫамӑр курӑннӑ. «Хастар пул! – тенӗ Вӑл. – Эсӗ Ман пирки Иерусалимра мӗнле ҫирӗплетсе пӗлтертӗн, Римра та ҫавнашкалах пӗлтерӗн-ха».
Выбор основного перевода