Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унтан Иисус патне усал ернӗ суккӑр тата чӗлхесӗр ҫынна ҫавӑтса пынӑ. Иисус ӑна сыватнӑ, ҫапла вара суккӑр тата чӗлхесӗр ҫын калаҫма та, курма та пуҫланӑ. Ҫавна илтсен фарисейсем вара ҫапла каланӑ: «Усалсене Вӑл урӑх нимӗнле хӑватпа та мар, усалсен пуҫлӑхӗн, Веельзевулӑн, хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать». Ҫавӑнта Иисус патне хӑлхасӑр, селӗп ҫынна илсе пынӑ та Ӑна ҫав ҫын ҫине аллине хума тархасланӑ. Ҫав самантрах унӑн хӑлхи уҫӑлнӑ, чӗлхи ҫыхланни те иртсе кайнӑ, вӑл чип-чиперех калаҫа пуҫланӑ. Халӑх хушшинчен пӗри Ӑна ҫапла хуравланӑ: «Вӗрентекен! Эпӗ Сан патна чӗлхесӗр тӑвакан усал сывлӑш ернӗ ывӑлӑма илсе килтӗм. Ларсан Вӑл Вун иккӗшне Хӑй патне чӗнсе илнӗ те ҫапла каланӑ: «Кам пуринчен те аслӑ пулас тет, ҫав пуринчен те кӗҫӗн, пуриншӗн те тарҫӑ пултӑр». Пӗррехинче Иисус чӗлхесӗр тӑвакан усала ҫын ӑшӗнчен хӑваласа кӑларнӑ. Усалӗ тухсан чӗлхесӗр ҫын калаҫма пуҫланӑ; вара халӑх тӗлӗнсех кайнӑ.
Выбор основного перевода