Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ун патне ҫавӑнти пӗр хананей хӗрарӑмӗ пынӑ та: «Эй, Хуҫам, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем мана! Хӗрӗм усал ернипе питӗ асапланать», – тенӗ кӑшкӑрсах. Иисуспа вӗренекенӗсем Иерихон ятлӑ хуларан тухнӑ чухне Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ. Ҫавӑнта ҫул хӗрринче ларакан икӗ суккӑр ҫын Иисус иртсе пырать тенине илтсен: «Эй, Хуҫамӑр, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑра пуҫланӑ. Халӑх вӗсене шӑпланма хушнӑ, анчах лешсем тата хыттӑнрах: «Эй, Хуҫамӑр, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑрнӑ. «Иртсе пыраканни – Иисус Назорей», – тенине илтсен Вартимей кӑшкӑрса каланӑ: «Давид йӑхӗнчи Иисус! Хӗрхенсем мана!» Нумайӑшӗ ӑна шӑпланма хушнӑ, анчах вӑл тата хытӑрах: «Давид йӑхӗн Ывӑлӗ! Хӗрхенсем мана!» – тесе кӑшкӑрнӑ. Вӑл вара: «Эй, Давид йӑхӗнчи Иисус! Хӗрхенсем мана!» – тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ. Малта пыракансем ӑна шӑпланма хушнӑ. Анчах суккӑр ҫын тата хытӑрах: «Давид йӑхӗн Ывӑлӗ! Хӗрхенсем мана!» – тесе кӑшкӑрнӑ.
Выбор основного перевода