Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вара пӳрте кӗнӗ те пӗчӗк Ачапа Унӑн Амӑшне Марияна курнӑ. Вӗсем Ачана чӗркуҫленсех пуҫҫапнӑ, унтан хутаҫӗсенчен кӑларса Ӑна ылтӑн, ладан, смирна парнеленӗ. Ҫакна пӗлсен ҫав чура ун умне ӳксе тархасланӑ: „Патшам! Мана усал ан тусам, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп“. Ҫапла майпа унӑн вӑрттӑн шухӑш-кӑмӑлӗ палӑрӗ, вӑл Турра чӗркуҫленсе пуҫҫапӗ те: «Турӑ чӑнласах та сирӗнпе», – тейӗ. ҫирӗм тӑватӑ ватӑ хайхи Ларакан умне, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакан умне ӳке-ӳке пуҫҫапаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен пуҫ кӑшӑлӗсене престол умне хурса ҫапла калаҫҫӗ: «Аминь!» – терӗҫ тӑватӑ чӗр чун. Вара ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ӗмӗр-ӗмӗр Пурӑнакана ӳксе пуҫҫапрӗҫ. Престол тавра, ватӑсемпе тӑватӑ чӗр чун тавра, мӗн пур ангелсем тӑратчӗҫ. Вӗсем пурте престол умне ӳпне ӳксе Турра пуҫҫапрӗҫ. Вара Турӑ умӗнчи хӑйсен престолӗсем ҫинче ларакан ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ӳпне ӳксе Турра пуҫҫапрӗҫ. Унтан ҫирӗм тӑватӑ ватӑпа тӑватӑ чӗр чун престол ҫинче ларакан Турра: «Аминь! Аллилуия!» – тесе ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӗҫ. Вара эпӗ ун ури умне ӳксе пуҫҫапрӑм, анчах та вӑл мана: «Асту, кунашкал ан хӑтлан, – терӗ. – Эпӗ сан пекех, Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекен тӑванусем пекех, Турӑ чури кӑна. Турра пуҫҫап! Мӗншӗн тесен Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерни – пророкла каланин тӗшши пулса тӑрать». Эпӗ, Иоанн, ҫакна йӑлтах куртӑм та, илтрӗм те. Вара, курнӑ-илтнӗ хыҫҫӑн, хама ҫакна йӑлтах кӑтартакан ангела пуҫҫапмашкӑн ун ури умне ӳкрӗм.
Выбор основного перевода