Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вӗсем Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн тупӑклӑхсенчен тухса сӑваплӑ Иерусалим хулине кӗнине нумай ҫын курнӑ. Турӑ Ҫурчӗн тулаш картишне вара шута ан ил, мӗншӗн тесен вӑл чӑн Турра пӗлмен халӑхсем валли. Вӗсем сӑваплӑ хулара хӗрӗх икӗ уйӑх хушши хуҫаланӗҫ. Вара эпӗ, Иоанн, сӑваплӑ хулана – ҫӗнӗ Иерусалима – куртӑм. Вӑл ҫӳлтен, Турӑ патӗнчен анатчӗ. Хӑйне, ҫураҫнӑ хӗре пулас упӑшки валли тирпейлесе тумлантарнӑ пек, хатӗрленӗ. Кам та кам ҫак кӗнекери пророкла сӑмахсенчен хӑшне те пулин кӑларса пӑрахать, Турӑ ӑна пурӑнӑҫ кӗнекине те, сӑваплӑ хулана та – вӗсем пирки ҫак кӗнекере ҫырнӑ – кӗртмӗ.
Выбор основного перевода