Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Хуҫамӑр, килте ман тарҫӑм хускалайми асапланса вырӑнпах выртать». Каҫ пулсан Иисус патне усал ернӗ нумай ҫынна илсе пынӑ. Вӑл усал сывлӑшсене сӑмахӗпех хӑваласа кӑларнӑ, чирлисене пурне те сыватнӑ. Иисус тинӗс леш енне, Гергеса ҫӗрне ишсе каҫнӑ. Унта Ӑна ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхсенчен тухнӑ, усал ернӗ икӗ ҫын тӗл пулнӑ. Вӗсем питӗ тискерленсе кайнӑран ҫав ҫулпа никам та ҫӳреймен. Сысна пӑхакансем вара хулана чупнӑ, ҫитсессӗн, мӗн-мӗн пулса иртнине, усал ернӗ ҫынсене мӗн пулнине те каласа кӑтартнӑ. Ун патне паралич ҫапнӑ пӗр ҫынна хӑй выртакан вырӑнӗпех ҫӗклесе пынӑ. Иисус вӗсен ӗненӗвне курнӑ та паралич ҫапнӑ ҫынна: «Хӑюллӑрах пул, ачам! Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ», – тенӗ. Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сире пӗлтерессӗм килет». Ҫавна пӗлтерес тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна: «Тӑр та сарнӑ вырӑнна илсе киле кай» – тенӗ. Хӗвел ансан, каҫ пуласпа, Иисус патне чирлисемпе усал ернисене пурне те иле-иле пынӑ. Кимӗ ҫинчен ансанах унти ҫынсем Иисуса палласа илнӗ те йӗри-таврах Ун ҫинчен пӗлтерсе ҫӳренӗ. Вара чирлисене вырӑнӗ-мӗнӗпех Иисус ҫавӑнта тенӗ ҫӗре илсе пыра пуҫланӑ. Яла-и, хулана-и – Иисус кирек ӑҫта пырсан та – пур ҫӗрте те ҫынсем чирлисене уҫӑ лаптӑка илсе тухса вырттарнӑ. Вара Иисусран тумтир аркине те пулин сӗртӗнтерме йӑлӑннӑ. Ӑна сӗртӗнекенсем пурте сывалнӑ. Куҫӑн куракансем вара вӗсене усал ернӗ ҫын епле сывални ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Выбор основного перевода