Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Тепӗр кунне Иоанн икӗ вӗренекенӗпе пӗрле каллех ҫавӑнта тӑнӑ. Вара иртсе пыракан Иисуса курсан: «Акӑ Турӑ Путекки», – тенӗ. Ҫак сӑмахсене илтсен икӗ вӗренекенӗ те Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. Иисус ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та вӗсем Хӑй хыҫӗнчен пынине асӑрханӑ. «Сире мӗн кирлӗ?» – ыйтнӑ Вӑл. «Равви! (Равви тени Вӗрентекен тени пулать.) Ху ӑҫта пурӑннине каласам пире», – тенӗ лешсем. «Ман хыҫӑмран пырсан хӑвӑрах курӑр», – тенӗ Иисус. Вӑхӑт кӑнтӑрла иртни тӑватӑ сехет тӗлнелле пулнӑ. Вӗсем, Ун хыҫҫӑн пырса, Вӑл ӑҫта пурӑннине курнӑ. Иисус патӗнче вара вӗсем кунӗпех пулнӑ. Иоанран Иисус ҫинчен илтсе Ун хыҫҫӑн каяканӗсенчен пӗри Петр текен Симон шӑллӗ Андрей пулнӑ. Вӑл пирвай хӑйӗн пиччӗшне Симона тупса: «Эпир Мессияна (вӑл Христос тени пулать) куртӑмӑр», – тенӗ те ӑна Иисус патне илсе пынӑ. Иисус ун ҫине пӑхса илнӗ те каланӑ: «Эсӗ, Иона ывӑлӗ Симон, малашне Кифа ятлӑ пулӑн». Кифа тени Петр тениех, вӑл Чул тенине пӗлтерет.
Выбор основного перевода