Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫакна астӑвӑр: вӑрӑ хӑш вӑхӑтра килессе пӗлсен кил хуҫи сыхӑ тӑрӗччӗ, ӑна хӑйӗн ҫуртне ҫӗмӗрсе кӗме памӗччӗ. Ҫавӑнпа эсир те хатӗр тӑрӑр, мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ кӗтмен-туман вӑхӑтра килӗ». Вара Петр ыйтнӑ: «Хуҫамӑр, ҫак ытарлӑха Эсӗ пирӗн валли калатӑн-и е вӑл пурин валли те?» Иисус вара ҫапла каланӑ: «Кам шанчӑклӑ, ӑслӑ кил пӑхакан? Калӑпӑр, хуҫи хӑйӗн ытти тарҫисене пӑхса тӑма, вӑхӑтра ҫӑкӑр валеҫме пӗр чурине уйӑрса лартнӑ. Хуҫи тавӑрӑннӑ чухне хушнине туса тӑракан чура телейлӗ пулӗ. Чӑн калатӑп сире: хуҫа ӑна хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тӑвӗ. Калӑпӑр, ҫав чура хӑй ӑшӗнче: „Хуҫам халех килмӗ-ха“, – тесе, арҫын тарҫисене те, хӗрарӑм тарҫисене те хӗнеме пуҫлӗ, ӗҫсе-ҫисе ӳсӗрӗлсе ҫӳрӗ. Хайхи чура хуҫи кӗтмен-туман вӑхӑтра килӗ те, ӑна асаплантарса вӗлерсе, унӑн шӑпине ӗненмен ҫынсеннипе пӗрешкелех татса парӗ. Хуҫамӑрӑн кунӗ каҫхи вӑрӑ пек кӗтмен ҫӗртен килессе эсир хӑвӑрах аван пӗлетӗр. Эппин ыттисем пек ҫывӑрса выртар мар, сыхӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ пулар. Кам савӑнса пурӑнасшӑн, ырӑ кун-ҫул курасшӑн, ҫав чӗлхи-ҫӑварне усал, ултавлӑ сӑмахсенчен чартӑр.
Выбор основного перевода