Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
тӗрлӗрен суя-ултавпа килӗ. Хӑйсене ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен чӑнлӑха юратман пирки пӗтес ҫул ҫине тӑнисене вӑл хӑй майлӑ ҫавӑрӗ. Ҫакна пӗлсе тӑр: юлашки кунсенче йывӑр вӑхӑтсем ҫитӗҫ. Мӗншӗн тесен ҫынсем хӑйсене тата укҫана кӑна юратӗҫ. Вӗсем мӑнкӑмӑллӑ, мухтанчӑк, усал чӗлхеллӗ пулӗҫ; ашшӗ-амӑшне итлеме пӑрахӗҫ. Вӗсем тав тума та, ҫынна юратма та, Турра хисеплеме те пӗлмӗҫ. Ун чухне ҫынсем каҫарма пӗлми, элекҫӗ, хӑйсене чарайми, хаяр, ыррине курайми пулӗҫ. Вӗсем сутӑнчӑк, сӗмсӗр, каппайчӑк пулӗҫ; Турра юратас вырӑнне киленсе пурӑнма юратӗҫ. Вӗсем Турра хисепленҫи тӑвӗҫ, анчах та ӑшра хисеплемӗҫ. Эсӗ вӗсемпе ан ҫыхлан.
Выбор основного перевода