Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Мӗншӗн тесен Ман ятӑмпа килекенсем нумай пулӗҫ, „эпӗ – Христос“ тесе вӗсем чылайӑшне улталӗҫ. Суя пророксем нумай килӗҫ, чылайӑшне илӗртсе улталӗҫ. Эй, ачамсем! Юлашки вӑхӑт ҫывхарать. Антихрист килесси ҫинчен эсир илтнӗ. Юлашки вӑхӑт ҫывхарнине эпир халӗ антихристсем нумайланса кайнинчен пӗлетпӗр. „Акӑ Вӑл кунта“ е: „Авӑ унта“, – тейӗҫ сире, анчах эсир вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр. Иисус вара ҫапла каланӑ: «Хӑвӑра илӗртсе улталасран асӑрханӑр, мӗншӗн тесен нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗҫ те: „Эпӗ – Христос!“ – тейӗҫ. „Ӗнтӗ вӑхӑт пӗтесси ҫывӑх!“ – тейӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр.
Выбор основного перевода