Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Чарса тӑраканнине сирсессӗн вара Турра хирӗҫ ҫын килӗ. Анчах та Иисус Хуҫамӑр ӑна Хӑйӗн ҫӑварӗнчи сывлӑшӗпех ҫапса антарӗ, Хӑй иккӗмӗш хут килнипе пӗтерӗ. Турра хирӗҫ ҫын килесси шуйттан тӑрӑшнипе пулӗ. Килессе вӑл шуйттанла вӑйпа, суя паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, тӗрлӗрен суя-ултавпа килӗ. Хӑйсене ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен чӑнлӑха юратман пирки пӗтес ҫул ҫине тӑнисене вӑл хӑй майлӑ ҫавӑрӗ. Ҫавӑнпа Турӑ вӗсене ултав аллине парӗ, вӗсем ӗнтӗ суялӑха ӗненӗҫ. Вӑл тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартать: ҫынсен куҫӗ умӗнчех тӳперен ҫӗр ҫине вут-ҫулӑм антарать. Пӗрремӗш тискер кайӑк умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартса, вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене илӗртсе улталать. Вӑл ҫынсене хӗҫпе суранланнӑ, анчах та чӗрӗ тискер кайӑкӑн сӑнарне ӑсталама хистет.
Выбор основного перевода