Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Эй, эсир, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисем! Пурте Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире канлӗх парӑп. Эпӗ йӑваш та лӑпкӑ кӑмӑллӑ, ҫавӑнпа Ман туртам хушшине тӑрӑр, Манран тӗслӗх илӗр, вара канлӗхӗре тупӑр. Мӗншӗн тесен Ман лава туртма ырӑ, Ман ҫӗклемӗм ҫӑмӑл». Иерусалим патне ҫывхарсан Иисус хула ҫине пӑхнӑ та ун шӑпишӗн хурланса йӗрсе янӑ. Вара ҫапла каланӑ: «Эх, Иерусалим! Хӑвна мӗн канӑҫлӑх кӳнине эсӗ ҫак кунсенче те пулин пӗлес пулсанччӗ, анчах та вӑл халӗ саншӑн пытарӑнчӑк. Эпӗ те, Аттем те – пӗр». Стефана чулпа пеме пуҫланӑ. «Эй, Иисус Хуҫамӑр! Ман чунӑма йышӑнсам!» – тесе кӗлтунӑ Стефан. Иудейсем Иисус Хуҫамӑрпа Унӑн пророкӗсене вӗлернӗ. Пире те вӗсем хӑваласа кӑларса ячӗҫ. Вӗсем Турӑшӑн та юрӑхсӑр, пӗтӗм халӑха та хирӗҫлеҫҫӗ.
Выбор основного перевода