Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫавнашкалах пасартан тавӑрӑнсан та ҫӑвӑнас йӑлана туса ирттермелле, вара тин ҫимелле. Вӗсен тата ытти нумай йӑласене те тытса пымалла: савӑт-сапана та, сак-тенкеле те йӗркене пӑхӑнса ҫумалла. Унтан фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисусран ыйтнӑ: «Мӗншӗн Санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑлине пӑхӑнмаҫҫӗ, ҫиес умӗн аллисене ҫумаҫҫӗ?» Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Сирӗн ҫинчен, икӗ питлӗскерсем ҫинчен, Исаия пророк Турӑ сӑмахӗсемпе аван ҫырса хӑварнӑ: „Ҫак ҫынсем чӗлхи-ҫӑварӗпе Мана хисеплеҫҫӗ, анчах чун-чӗрипе Манран питӗ аякра. Вӗсем этем шухӑшласа кӑларнӑ вӗрентӗве, йӑла-йӗркене вӗрентеҫҫӗ пулсан, вӗсем Мана пуҫҫапни усӑсӑр“. Эсир те Турӑ хушнине пӑрахӑҫласа этем шухӑшласа кӑларнӑ йӑласене ҫеҫ – савӑт-сапа ҫӑвассине тата ҫавӑн евӗрлӗ ытти тем те пӗре – тытса пыратӑр». Иисус татах ҫапла каланӑ: «Эсир хӑвӑр йӑлӑра тытса пырас тесе Турӑ хушнине пӑрахӑҫлани лайӑх-им? Моисей ҫапла каланӑ пулнӑ-ҫке-ха: „Аҫу-аннӳне хисепле“ тата „Ашшӗне е амӑшне усал сӑмах калакана вилӗм ҫиттӗр“. Эсир вара мӗне вӗрентетӗр? „Ҫын хӑй ашшӗне е амӑшне парассине „корван“ (Турӑ валлилӗх) тесе уйӑрса хума пултарать“, – тетӗр эсир. Капла вӗренти вӑл ҫынна аҫушӑн е аннӳшӗн нимӗн тумасан та юрать тениех-ҫке. Ҫавнашкал япаласем эсир урӑх та нумай тӑватӑр. Ҫапла майпа эсир хӑвӑр кӑларнӑ йӑла-йӗркешӗн Турӑ сӑмахне пӑрахӑҫлатӑр». Анчах та Хуҫамӑр ӑна ҫапла каланӑ: «Акӑ эсир, фарисейсем, чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, анчах ӑшӑр-чикӗр ҫӑткӑнлӑхпа, усаллӑхпа тулнӑ. Ӑссӑрсем! Тулашне Кам пултарнӑ, ӑшне те Ҫавах пултарман-и вара?
Выбор основного перевода