Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Пирӗн Каин пек пулас марччӗ. Вӑл, шуйттанӑн пулнӑран, хӑйӗн пӗртӑванне вӗлернӗ. Мӗншӗн вӗлернӗ-ха вӑл ӑна? Мӗншӗн тесен хӑйӗн ӗҫӗсем усал пулнӑ, пӗртӑванӗн ӗҫӗсем вара тӳрӗ пулнӑ. Ӗненӗве пула Авель Турра Каинран юрӑхлӑрах парне кӳнӗ. Ӗненӗве кура Турӑ, унӑн парнине йышӑнса, вӑл тӳрӗ пулнине кӑтартса панӑ. Авель вилнӗ пулин те, ӗненӗве пула халӗ те пирӗнпе калаҫать. Эсир Хӑй урлӑ ҫӗнӗ халал панӑ Иисус патне, сӑваплатса сирпӗтмелли Юн патне, ҫывхартӑр. Авель юнӗпе танлаштарсан, Иисус юхтарнӑ Юн чылай мухтавлӑрах. Анчах та ҫак хула ҫылӑхӗсене пула сӑваплисемпе пророксен, ҫӗр ҫинче вӗлернисен пурин те – юнӗ юхнӑ!»
Выбор основного перевода