Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Тата эсир авалах каланӑ ҫак сӑмахсене те илтнӗ ӗнтӗ: „Тупа тунинчен ан ирт, Хуҫа Турӑ умӗнче тупа тунине пурнӑҫла“. Эпӗ вара сире калатӑп: нимӗн ячӗпе те тупа ан ту. Пӗлӗтпе те тупа ан ту, вӑл Туррӑн престолӗ. Ҫӗрпе те тупа ан ту, вӑл Турӑ ури айӗн кантармалӑхӗ. Иерусалимпа та тупа ан ту, вӑл аслӑ Патша хули. Пӗлӳпе чӑнлӑх – саккунра тетӗн эсӗ. Саккуна пӗлнӗрен эсӗ хӑвна суккӑрсене ҫавӑтса пыракан, тӗттӗмрисене ҫутӑ паракан, вӗренмен ҫынсене вӗрентекен, ӑссӑррисене ӑс паракан тесе шухӑшлатӑн.
Выбор основного перевода