Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Иисус ҫавна илтсен ҫын ҫук вырӑна пӗчченех кимӗпе ишсе кайнӑ. Халӑх, ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, хуласенчен тухса Ун хыҫҫӑн ҫыран хӗррипе ҫуран утнӑ. Кимӗ ҫинчен ансан Иисус унта ҫынсем нумай пулнине курнӑ. Вара Иисус, хӗрхенсе, вӗсен хушшинчи чирлисене сыватнӑ. Каҫ пуласпа вӗренекенӗсем Ун патне пырса ҫапла каланӑ: «Кунта ҫын пурӑнман вырӑн, каҫ та пулса килет ӗнтӗ; ялсене кайса хӑйсем валли ҫимелли туянма халӑха яр». «Вӗсен каймалла мар, ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр», – тенӗ вӗренекенӗсене Иисус. Лешсем Иисуса каланӑ: «Пирӗн кунта пурӗ те пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ кӑна». «Вӗсене Мана илсе килсе парӑр-ха», – тенӗ Иисус. Унтан Вӑл халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ, Хӑй пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Вара Иисус ҫӑкӑрсене хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене тыттарнӑ, лешсем ҫӑкӑр татӑкӗсене халӑха валеҫсе панӑ. Пурте ҫисе тӑраннӑ; юлнӑ татӑкӗсене тата вун икӗ кунтӑк туллиех пухнӑ. Хӗрарӑмсемпе ачасене шутламасан, ҫиекенӗсем пилӗк пин ҫынна яхӑн пулнӑ. Ҫыран хӗррине тухсан Иисус унта ҫынсем нумай пулнине курнӑ. Вӑл ҫынсене хӗрхеннӗ, мӗншӗн тесен вӗсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пекех пулнӑ. Вара Иисус вӗсене чылай вӗрентнӗ. Каҫ пулса килнӗрен вӗренекенӗсем Иисус патне пырса ҫапла каланӑ: «Кунта ҫын пурӑнман вырӑн, ӗнтӗ каҫ та пулса килет. Эсӗ ҫынсене таврари ялсене кайса хӑйсем валли ҫӑкӑр туянмашкӑн ярсамччӗ, вӗсен ҫиме ҫук». «Ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр», – тавӑрнӑ Иисус. «Вӗсене ҫитерме пӗр ик ҫӗр динарийлӗх ҫӑкӑр кирлӗ. Кайса туянмалла-и вара пирӗн?» – тенӗ Ӑна. «Кайса пӑхӑр-ха, сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур?» – тенӗ Иисус вӗсене. «Пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ», – тенӗ лешсем кайса пӗлнӗ хыҫҫӑн. Вара Иисус халӑха ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫерем ҫине лартма хушнӑ. Ҫынсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫӗршерӗн, аллӑшарӑн ларса тухнӑ. Унтан Иисус пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Ҫӑкӑрсене Вӑл халӑха валеҫмешкӗн вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ; икӗ пуллине те ҫавнашкалах валеҫнӗ. Пурте ҫисе тӑраннӑ. Унтан юлнӑ ҫӑкӑр татӑкӗсене, пулӑ татӑкӗсене тата вун икӗ кунтӑк туллиех пухнӑ. Ҫиекенсенчен арҫынсем кӑна пилӗк пине яхӑн пулнӑ. Анчах та халӑх, ҫавна пӗлсе, Ун хыҫӗнчен пынӑ. Иисус вӗсене хапӑл тунӑ, вӗсемпе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калаҫнӑ, сыватма ыйтакансене сыватнӑ. Кун каҫ еннелле сулӑна пуҫланӑ. Вара Вун иккӗшӗ Иисус патне пырса ҫапла каланӑ: «Халӑха яр, вӗсем ҫывӑхри ялсене ҫӗр выртма кайччӑр, апат-ҫимӗҫ туянччӑр, мӗншӗн тесен кунта ҫын пурӑнман вырӑн». «Ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр», – тенӗ Иисус. «Пирӗн кунта пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ анчах, урӑх нимӗн те ҫук! Ҫак мӗн пур халӑх валли ҫимелли кайса туянмалла-и вара пирӗн?» – тенӗ вӗренекенӗсем. Унта пилӗк пин ҫынна яхӑн пулнӑ. «Вӗсене аллӑшарӑн йӗркипе ҫерем ҫине лартса тухӑр», – тенӗ Иисус вӗренекенӗсене. Вӗсем Иисус хушнӑ пек тунӑ. Пурте ларсан, Вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Вара ҫӑкӑрпа пулла халӑха валеҫмешкӗн вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ. Пурте тӑраничченех ҫинӗ, юлнӑ татӑкӗсене тата вун икӗ кунтӑк пухнӑ. Кайран Иисус Галилея тинӗсӗн тепӗр енне каҫнӑ. Ку тинӗсе тата Тивериада тинӗсӗ тесе те калаҫҫӗ. Вӑл чирлисене сыватса хӑват тунине курнӑ халӑх Ун хыҫӗнчен йышлӑн пынӑ. Иисус ту ҫине хӑпарнӑ та унта Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле ларнӑ. Иудейсен пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ пулнӑ. Иисус пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та Хӑй патне темӗн чухлӗ халӑх пынине курнӑ. Вара Филипа ҫапла каланӑ: «Кун чухлӗ халӑха тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан сутӑн илмелле-ха пирӗн?» Хӑй мӗн тӑвассине пӗлнӗ пулин те, ҫакна Вӑл Филипа тӗрӗслесе пӑхас тесе каланӑ. «Кунта ик ҫӗр динарийлӗх ҫӑкӑр туянсан та ҫитес ҫук. Кашнине пӗрер татӑк та лекеймӗ», – тенӗ Филипп. Иисусӑн пӗр вӗренекенӗ, Петр текен Симонӑн шӑллӗ Андрей, Ӑна ҫапла каланӑ: «Кунта пӗр ачан пилӗк урпа ҫӑкӑрӗпе икӗ пӗчӗк пулӑ пур. Анчах ҫакӑн чухлӗ халӑха вӑл ӑҫтан ҫиттӗр?» «Халӑха ларма хушӑр», – тенӗ Иисус. Ҫапла вара пилӗк пин ҫынна яхӑн ларса тухнӑ, вырӑнӗ унта ҫеремлӗ пулнӑ. Иисус хайхи ҫӑкӑрсене илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене тыттарнӑ, лешсем ларакан халӑха валеҫсе панӑ. Пулла та ҫавнашкалах валеҫнӗ. Кама мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлех илнӗ. Пурте ҫисе тӑрансан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Юлнӑ татӑксене пуҫтарӑр, нимӗн те сая ан кайтӑр». Лешсем вара пилӗк урпа ҫӑкӑрне ҫинӗ хыҫҫӑн юлнӑ татӑксене пуҫтарнӑ. Пурӗ вун икӗ кунтӑк тултарнӑ.
Выбор основного перевода