Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вара вӑл хӑйӗн улпут таврашӗсене ҫапла каланӑ: «Ку ҫын – Шыва кӗртекен Иоанн, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑран вӑл хӑватсем кӑтартать те». «Мӗншӗн-ха саккун вӗрентӳҫисем Христосран маларах Илия килмелле теҫҫӗ?» – ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем. Ҫав вӑхӑтра Иисус ячӗ тавраллах сарӑлнӑ. Ирод патша Ун ҫинчен илтсен ҫапла каланӑ: «Ку – вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Шыва кӗртекен Иоанн, ҫавӑнпа вӑл хӑватсем кӑтартать те». Хӑшӗсем тата: «Вӑл Илия пророк», – тенӗ. «Вӑл авалхи пророксем евӗрлӗ пророк», – тенӗ тата теприсем. Иисус мӗн-мӗн туни ҫинчен Ирод пуҫлӑх та илтнӗ. Вара тӗлӗннипе аптӑраса кайнӑ, мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем: «Ку – Шыва кӗртекен Иоанн! Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ», – тесе калаҫнӑ. Хӑшӗсем тата: «Илия пророк тепӗр хут ҫӗр ҫине килчӗ», – тенӗ. «Авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ», – тенӗ тата теприсем. «Эппин кам эсӗ? Илия-и?» – ыйтнӑ унран. «Илия мар», – тавӑрнӑ вӑл. «Тен, эсӗ пророк?» – ыйтнӑ лешсем. «Пророк та мар», – тенӗ Иоанн.
Выбор основного перевода