Унтан Иисус халӑха ҫапла каланӑ: «Хӗвел анӑҫ енчен пӗлӗт хӑпарнине курсан эсир: „Ҫумӑр ҫӑвасса“, – тетӗр. Чӑнах та ҫӑвать.
Кӑнтӑр енчен ҫил вӗрсен: „Шӑрӑх пуласса“, – тетӗр. Чӑнах та пулать.
Эй, икӗ питлӗскерсем! Эсир ҫӗрпе пӗлӗте сӑнаса ҫанталӑка чухлама пӗлетӗр. Халӗ мӗнле вӑхӑт ҫитнине мӗншӗн пӗлейместӗр?