Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Эсир хӑвӑра Христос ырӑлӑхӗпе чӗнсе илекентен пӑрӑнса ырӑ хыпар текен урӑхла вӗрентӳ хыҫҫӑн ытла та час кайнинчен эпӗ тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗп. Анчах та урӑхла Ырӑ Хыпар ҫук! Сире иккӗлентерсе ярса Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӑсас текен ҫынсем кӑна пур. Сире кам та пулин эпир маларах вӗрентнинчен урӑхларах вӗрентес пулсассӑн – ҫапла вӗрентекенӗ хӑть эпир пулар, хӑть тӳперен аннӑ ангел пултӑр – ылхан ҫиттӗр ӑна! Эпир сире малтан пӗрре каланӑччӗ, халӗ татах тепре калам: хӑвӑр йышӑннӑ Ырӑ Хыпара мар, урӑхлине вӗрентекене ылхан пултӑр. Ҫакна эпӗ сире суя сӑмаха чӑн туса вӗрентекенсем пӗри те ан улталайччӑр тесе калатӑп. Эсир ҫӗнсе илнӗ парнене хӑйсене хӑйсем мӗскӗн пек кӑтартса, ангелсене пуҫҫапса киленекен, хӑйсем курманнине тӗпчекен ҫынсем туртса ан илейччӗр. Хӑйсен ӑсӗпе сӑлтавсӑрах мухтанма юратаҫҫӗ пулин те, ӑсӗ вӗсен – ҫӗр ҫинчиллех.
Выбор основного перевода