Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
аҫу-аннӳне хисепле; ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат». „Мӑшӑрна ан ултала, ҫынна ан вӗлер, ан вӑрла, судра суйса ан пӗлтер, ӗҫе тӳрӗ татса пар, аҫу-аннӳне хисепле“ текен пил-хушусене эсӗ пӗлетӗн». Пил-хушусене эсӗ пӗлетӗн: мӑшӑрна ан ултала, ан вӗлер, ан вӑрла, судра суйса ан пӗлтер, аҫу-аннӳне хисепле». Чи малтанхи пил-хушура пама пулнине шантарса ҫапла каланӑ: «Аҫупа аннӳне хисепле; Енчен те тӑлӑх арӑмӑн ачисем е мӑнукӗсем пулсассӑн, вӗсем чи малтан кил-йышне хисеплеме вӗренччӗр. Ачи-пӑчисем ашшӗ-амӑшне ырӑпа тавӑрччӑр. Ҫапла туни Турра юрӑхлӑ. Чӑн-чӑн тӑлӑх арӑм, пӗччен юлсан та, Турра шанать, кунӗн-ҫӗрӗн Турра йӑлӑнса кӗлтӑвать. Киленсе кӑна пурӑнакан тӑлӑх арӑм вара чӗрӗллех вилнӗ пулать. Ҫаксене йӑлтах эсӗ вӗсене каласа ӑнлантар. Вара вӗсем тасан пурӑнӗҫ. Кам тӑванӗсемшӗн, уйрӑммӑнах кил-йышӗшӗн, тӑрӑшмасть, ҫав ӗненӳрен пӑрӑннӑ, унашкалли ӗненмен ҫынран та япӑхрах.
Выбор основного перевода