Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫакна илтсен Иисус тӗлӗнсех кайнӑ. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Вӑл Хӑй хыҫҫӑн пыракан халӑха, – кунашкал ҫирӗп ӗненӳ Эпӗ Израильте те курманччӗ. Унтан Иисус ҫӗрпӗве ҫапла каланӑ: «Каях, ху ӗненнӗ пек пултӑр сана». Тарҫи ҫав самантрах сывалнӑ вара. Иисус ҫавӑрӑннӑ та ӑна асӑрхаса ҫапла каланӑ: «Хӑюллӑ пул, хӗрӗм! Ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана». Хӗрарӑм вара ҫав самантрах сывалнӑ. Иисус пӗр пӳрте кӗрсен, суккӑрсем те Ун хыҫҫӑн кӗнӗ. «Эсир ыйтнине Эпӗ тума пултарасса ӗненетӗр-и эсир?» – тенӗ вӗсене Иисус. «Ӗненетпӗр, Хуҫамӑр!» – тенӗ Ӑна вӗсем. Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ӗнтӗ каях, ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана». Вӑл вара ҫав самантрах куракан пулнӑ та ҫулпа Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. Иисус вара ҫав хӗрарӑма: «Ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ, канӑҫлӑ каях ӗнтӗ», – тенӗ. Унтан Иисус ӑна: «Эсӗ тӑрса каях, ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ», – тенӗ.
Выбор основного перевода