Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Лешӗ вара ҫав самантрах вӗсен куҫӗ умӗнчех тӑнӑ та вырӑнне илсе, Турра мухтаса, килне кайнӑ. Унта тӑракансем пурте шалтах тӗлӗнсе кайнӑ, хӑраса ӳкнипе вара Турра мухтама пуҫланӑ. «Паян эпир тӗлӗнмелле ӗҫ-пуҫ куртӑмӑр», – тенӗ вӗсем. Иисус Елеон тӑвӗ ҫинчен анмалли вырӑна ҫитсен вӗренекенӗсем пурте, темӗн чухлӗн, хӑйсем курнӑ мӗн пур хӑватсемшӗн Турра мухтаса, савӑнса хытӑ кӑшкӑрма пуҫланӑ: «Хуҫа Турӑ ячӗпе килекен Патша мухтавлӑ! Пӗлӗт ҫинче канӑҫлӑх, ҫӳлте мухтав пултӑр!»
Выбор основного перевода