Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Хуйхӑ пулӗ сире, суккӑр ертӳҫӗсем! „Турӑ Ҫурчӗпе тупа тӑвакана нимӗн те пулмасть, Турӑ Ҫурчӗн ылтӑнӗпе тупа тӑвакан – айӑплӑ“, – тетӗр эсир. Эй, суккӑр ертӳҫӗсем! Вӑрӑм туна кӗрсе каясран эсир сӗрсе ӗҫетӗр, тӗвене вара ҫӑтса яратӑр. Тата Иисус вӗсене ҫапла ытарлӑх каласа панӑ: «Суккӑра суккӑр ҫавӑтса ҫӳреме пултарать-и? Апла вӗсем иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкмӗҫ-и? Ҫакна илтсен Унпа юнашар тӑракан хӑш-пӗр фарисейсем каланӑ: «Эпир те суккӑр-им вара?» Пӗлӳпе чӑнлӑх – саккунра тетӗн эсӗ. Саккуна пӗлнӗрен эсӗ хӑвна суккӑрсене ҫавӑтса пыракан, тӗттӗмрисене ҫутӑ паракан, вӗренмен ҫынсене вӗрентекен, ӑссӑррисене ӑс паракан тесе шухӑшлатӑн.
Выбор основного перевода