Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Иисус аллипе сӗртӗнсе пиллетӗр тесе Ун патне ачасене илсе пынӑ, анчах та вӗренекенӗсем ача-пӑча илсе пыракансене Иисуса кансӗрлеме чарнӑ. Ҫавна курсан Иисус, ҫилленсе, вӗсене каланӑ: «Ачасене Ман патӑма ярӑр, килме ан чарӑр, мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ вӗсем пеккисемшӗн. Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне кам ача пек йышӑнмасть, ҫав унта кӗреймӗ». Унтан Вӑл ачасене ыталанӑ та вӗсем ҫине аллине хурса пилленӗ. Хӑвӑра хӑвӑр ан улталӑр. Ҫак тӗнчере кам хӑйне ӑслӑ тесе шутлать, чӑннипех те ӑслӑ пулас тесессӗн ӑссӑр пултӑр. Мӗншӗн тесен ҫак тӗнче ӑслӑлӑхӗ Турӑ умӗнче – ӑссӑрлӑх. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Турӑ ӑсчахсене хӑйсем карнӑ чеелӗх танатипех тытать».
Выбор основного перевода