Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ҫавӑнтах тата вӗсем хӑйсем хушшинче хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашма тытӑннӑ. Иисус вӗсене каланӑ: «Патшасем халӑхпа хуҫаланаҫҫӗ, халӑхпа пуҫ пулакансене „ырӑ хуҫам“ теҫҫӗ. Эсир унашкал ан пулӑр. Сирӗн хушшӑрта асли кӗҫӗнни пек пултӑр, хуҫи те тарҫӑ пек пултӑр. Хӑшӗ аслӑ: кӗрекере лараканни-и е ӗҫлесе тӑракан тарҫи? Кӗрекере лараканни мар-и вара? Анчах та акӑ Эпӗ сирӗн хушшӑрта тарҫӑ пек пултӑм. Пӗр-пӗринпе тупӑшса, мухтава тухас тесе нимӗн те ан тӑвӑр. Сӑпайлӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан ытларах хисеплӗр.
Выбор основного перевода