Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
«Ҫын ӑшӗнчен тухсан усал сывлӑш канлӗх шыраса шывсӑр вырӑнсенче ҫапкаланса ҫӳрет, анчах тупаймасть. Вара вӑл ҫапла шухӑшлать: „Хам тухнӑ ҫуртӑма каялла тавӑрӑнам-ха“. Тавӑрӑнсассӑн пушӑ, тирпейлесе тасатнӑ ҫурт курать. Вара вӑл каять те хӑйпе пӗрле хӑйӗнчен те усалтарах тепӗр ҫичӗ сывлӑша ертсе пырать. Ҫавӑнтах вӗсем ун ӑшне кӗрсе пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав ҫынна вара малтанхинчен те начартарах пулать. Ҫак усал ӑрӑва та ҫаплах пулӗ». «Чарӑн! – ҫирӗппӗн хушнӑ Иисус. – Тух ун ӑшӗнчен!» Вара усал сывлӑш ҫынна чӗтретсе пӑрахса, хыттӑн кӑшкӑрса ун ӑшӗнчен тухнӑ. Пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайса пӗр-пӗринчен ҫапла ыйтнӑ: «Мӗн пулчӗ ку? Мӗнле ҫӗнӗ вӗрентӳ ку? Вӑл усал сывлӑшсене те Хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе хушать, лешсем Ӑна пӑхӑнаҫҫӗ». Ӑна асӑрхасанах пӗтӗм халӑх тӗлӗнсе кайнӑ, ҫынсем Ун патне чупа-чупа пырса сывлӑх суннӑ.
Выбор основного перевода