Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Иисус пӗр пӳрте кӗрсен, суккӑрсем те Ун хыҫҫӑн кӗнӗ. «Эсир ыйтнине Эпӗ тума пултарасса ӗненетӗр-и эсир?» – тенӗ вӗсене Иисус. «Ӗненетпӗр, Хуҫамӑр!» – тенӗ Ӑна вӗсем. Унтан Вӑл суккӑрсен куҫӗсене сӗртӗннӗ те ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр ӗненнӗ пек пултӑр». «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус вӗсене, – эсир ӗненӳллӗ пулсан, иккӗленмесен, Эпӗ смоква йывӑҫҫипе мӗн тунине кӑна тумӑр-ха. Енчен те эсир ҫак тӑва: „Вырӑнунтан тапран та тинӗсе кӗрсе ӳк“, – тесен, ҫапла пулӗ те. Вӗсем Иерихона ҫитнӗ. Иисуспа вӗренекенӗсем тата темӗн чухлӗ халӑх хуларан тухнӑ чухне пӗр суккӑр ҫын, Тимей ывӑлӗ Вартимей, ҫул хӗрринче ыйткаласа ларнӑ. «Иртсе пыраканни – Иисус Назорей», – тенине илтсен Вартимей кӑшкӑрса каланӑ: «Давид йӑхӗнчи Иисус! Хӗрхенсем мана!» Нумайӑшӗ ӑна шӑпланма хушнӑ, анчах вӑл тата хытӑрах: «Давид йӑхӗн Ывӑлӗ! Хӗрхенсем мана!» – тесе кӑшкӑрнӑ. Иисус чарӑннӑ та ӑна чӗнсе илме хушнӑ. Вара ҫынсем хайхи суккӑра: «Ан хӑра, тӑр, Вӑл сана пыма хушать», – тенӗ. Вартимей ҫиелти тумне хывса пӑрахсах сиксе тӑнӑ та Иисус патне пынӑ. «Эсӗ Мана мӗншӗн чӗнетӗн?» – тенӗ ӑна Иисус. «Вӗрентекен! Манӑн куракан пуласчӗ», – тенӗ Ӑна суккӑр ҫын. Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ӗнтӗ каях, ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана». Вӑл вара ҫав самантрах куракан пулнӑ та ҫулпа Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. Иисус вӗренекенӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Турра ӗненӗр! Чӑн калатӑп сире, кам ҫак тӑва: „Вырӑнунтан тапран та тинӗсе кӗрсе ӳк“, – тесе чун-чӗрипе иккӗленмесӗр, хӑй калани пурнӑҫланасса ӗненсе калать, вӑл кирек мӗн калани те пулатех. Ҫавӑнпа калатӑп сире: эсир кӗлтунӑ чухне мӗн ыйтатӑр, ҫавна парасса ӗненӗр – вара илетӗрех. Хуҫамӑр вӗсене каланӑ: «Эсир пӗр пӗрчӗк те пулин ӗненсессӗн те, ҫак смоква йывӑҫҫине: „Тымарупах кӑкланса тинӗсе куҫса лар!“ – тесе каласан, вӑл сире итленӗ пулӗччӗ». «Ӗненсен, Турӑ мухтавне курӑн тесе каламарӑм-и-ха Эпӗ сана?» – тенӗ ӑна Иисус.
Выбор основного перевода