Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Иртен-ҫӳренсем Ӑна хурласа, пуҫӗсене сулла-сулла ҫапла калаҫкаланӑ: «Ай-яй, Турӑ Ҫуртне аркатакан, ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен туса лартакан! «Ҫак Турӑ Ҫуртне пӑсӑр, Эпӗ вара ӑна виҫӗ кунран ҫӗнӗрен туса лартӑп», – хуравланӑ Иисус. Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ӗнен Мана, вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ. Ун чухне те эсир Атте Турра пуҫҫапӑр, анчах ҫак ту ҫинче те мар, Иерусалимра та мар. Чӑн-чӑн пуҫҫапакансем Аттене чун-чӗмпе, таса кӑмӑлпа пуҫҫапмалли вӑхӑт ҫитсе пырать. Ҫав вӑхӑт ҫитрӗ те ӗнтӗ, мӗншӗн тесен Атте Хӑйне ҫавнашкал пуҫҫапакансене шырать. – Назорей Иисус Турӑ Ҫуртне те аркатӗ, Моисейран килекен йӑла-йӗркесене те улӑштарӗ, тесе каланине хамӑр хӑлхапа хамӑр илтрӗмӗр». Пире пулас ырӑлӑха паракан Аслӑ священник Христос вара этем аллипе туман, чи паха кӗлӗ чатӑрӗ витӗр Тасаран таса вырӑна кӗнӗ. Вӑл унта качака е пӑру юнне илсе кӗмен, Хӑйӗн Юнне парса пӗрре кӗнӗ. Ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫа Христос пирӗн валли Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ.
Выбор основного перевода