Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Вара Иисус вӗсене пӑрахса кайнӑ та хуларан тухса Вифанире ҫӗр каҫнӑ. Ҫак хулара ҫылӑхлӑ хӗрарӑм пурӑннӑ. Вӑл фарисей килӗнче Иисус апат ҫинине пӗлнӗ те алебастр савӑтпа ырӑ шӑршӑллӑ ҫу, мирӑ, илсе пынӑ. Хӗрарӑм, хыҫалтан пырса, Иисус ури патӗнче йӗрсе тӑнӑ. Унӑн урисем ҫине куҫҫуль юхтарса хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илнӗ. Вӑл Иисусӑн урисене чуптӑва-чуптӑва мирӑпа сӗрнӗ. Ҫавна курсан Иисуса чӗнсе кӗртнӗ фарисей хӑй ӑшӗнче шухӑшланӑ: «Ҫак Ҫын чӑнах та пророк пулсан, Хӑйне кам, мӗнле хӗрарӑм сӗртӗннине пӗлӗччӗ, мӗншӗн тесен ку ҫылӑхлӑ хӗрарӑм!»
Выбор основного перевода