Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ҫавӑнпа та вӗсене ӳпкелесе пророк ҫапла калать: «Эпӗ Израиль ҫыннисене, Иуда ҫыннисене ҫӗнӗ халал парас кунсем ҫывхараҫҫӗ, – тет Хуҫа Турӑ. – Ку халал вӗсен мӑн аслашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египетран илсе тухнӑ чухне панӑ халал пек пулмӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем Манӑн халала пӑхӑнса пурӑнас темерӗҫ, ҫавӑнпа Эпӗ вӗсенчен пӑрӑнтӑм, – тет Хуҫа Турӑ. – Ҫав кунсем иртсен Эпӗ Израиль ҫыннисене халал парӑп, – тет Хуҫа Турӑ. – Ун чухне Хамӑн саккунсене вӗсен ӑс-пуҫне хывӑп, чӗри ҫине ҫырса хурӑп. Эпӗ вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ. Мана пурте, кӗҫӗннинчен пуҫласа чи асли таранах, пӗлнӗ пирки ун чухне никам та пӗлӗшӗсене, тӑванӗсене: „Хуҫа Турра пӗл“, – тесе каламӗ. Мӗншӗн тесен Эпӗ вӗсен тӗрӗсмарлӑхне хӗрхенсе каҫарӑп, ҫылӑхӗсемпе йӗркесӗрлӗхне те аса илмӗп». Христос Юнӗ пире мӗн тери хӑватлӑрах тасатма пултарӗ! Вӑл Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Хӑйне таса парнелӗхе Турра панӑ. Ҫакна Вӑл, пирӗн чунӑмӑрсене вилӗмле ӗҫсенчен тасатса, чӗрӗ те чӑн Турӑшӑн ӗҫлесе тӑччӑр тесе тунӑ. Ҫавӑнпа та Турӑ этеме панӑ ҫӗнӗ халал Ун урлӑ пулнӑ. Христос пире малтанхи халал саманинче тунӑ ҫылӑхсемшӗн Хӑйӗн вилӗмӗпе тӳлесе илнӗ, ҫапла майпа Турӑ шантарнӑ ӗмӗрлӗх еткере илме тивӗҫлисем Турӑ пама пулнине илччӗр тенӗ. Халалӗ пур пулсан, халаллаканӗ вилнине ҫирӗплетмелле. Мӗншӗн тесен халал сӑмахӗ халаллаканӗ вилсен ҫеҫ вӑя кӗрет, халал параканӗ чӗрӗ чухне вӑл вӑйра мар. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ малтанхи халала та юнпа ҫирӗплетнӗ. Моисей, мӗн пур халӑха саккунри пӗтӗм пил-хушусене пӗлтерсе, пӑрупа качака юнӗ, шыв, хӗретнӗ ҫӑм тата иссоп туратне илнӗ те халал кӗнеки ҫине, халӑх ҫине сирпӗтнӗ. Сирпӗтнӗ чухне вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫак юн – Турӑ пире пӑхӑнса пурӑнма хушнӑ халала ҫирӗплетекен юн». Унтан вӑл кӗлӗ чатӑрӗ ҫине те, Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ чух тыткалакан пур япаласем ҫине те юн сирпӗтнӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн, пурне те тенӗ пекех юнпа тасатмалла, юн тӑкмасӑр каҫару та пулмасть.
Выбор основного перевода