Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Петр ҫав хушӑра тулта, картишӗнче ларнӑ. Аслӑ священникӑн хӗрарӑм тарҫи, пырсан, Петр кӑвайт умӗнче ӑшӑнса ларнине курнӑ. Вара ун ҫине тинкеререх пӑхса ҫапла каланӑ: «Эсӗ те Назаретри Иисуспа пӗрлехчӗ». Анчах та Петр, Иисусран тунса: «Эсӗ мӗн калаҫнине пӗлместӗп те, ӑнланаймастӑп та», – тенӗ. Вара малти картишне тухнӑ, ҫавӑнтах автан авӑтса янӑ. Хӗрарӑм тарҫӑ ӑна каллех асӑрханӑ та ҫавӑнта тӑракансене: «Ку ҫын ҫавсен ушкӑнӗнченех», – тесе кала пуҫланӑ. Петр каллех туннӑ. Тепӗртакран ҫавӑнта тӑракансем Петра татах ҫапла каланӑ: «Эсӗ чӑнах та ҫавсен ушкӑнӗнченех. Мӗншӗн тесен эсӗ – Галилея ҫынни, калаҫни-туни те вӗсен евӗрлех». Вӑл вара пӗтӗм чӗререн: «Эсир калакан Ҫынна эпӗ пӗлместӗпех», – тесе тупа тӑва пуҫланӑ. Ҫав самантрах автан иккӗмӗш хут авӑтса янӑ. Петр вара хӑйне Иисус «автан иккӗ авӑтма ӗлкӗричченех эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн» тенине аса илнӗ те йӗрсе янӑ. Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Чунӑма пама та хатӗр тетӗн-и? Чӑн-чӑнах калатӑп сана: автан авӑтичченех эсӗ виҫӗ хут Мана пӗлмӗш пулӑн».
Выбор основного перевода