Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
От Марка
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Иисус пӗтӗм Галилея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӑл унти синагогӑсенче вӗрентнӗ, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, халӑха тӗрлӗ чир-чӗртен, халсӑрлӑхран сыватнӑ. Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ. Унӑн хыҫӗнчен Галилейӑран, Вунхула ҫӗрӗнчен, Иерусалимран, Иудейӑран, Иордан леш енчи ҫӗрсенчен килнӗ темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ. Иисус мӗн пур хуласемпе ялсем тӑрӑх унти синагогӑсенче вӗрентсе, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, тӗрлӗ чир-чӗртен тата тӗрлӗ халсӑрлӑхран сыватса ҫӳренӗ.
От Марка
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Выбор основного перевода