Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
От Марка
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Иисуса курсанах вӗсем кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур? Эсӗ пире кунта вӑхӑт ҫитичченех асаплантарма килтӗн». «Эй, Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ Иисус! – тесе хыттӑн кӑшкӑрнӑ вӑл. – Санӑн манпа мӗн ӗҫ пур? Турӑ ячӗпе Сана тархаслатӑп, ан асаплантар мана». «Иртсе пыраканни – Иисус Назорей», – тенине илтсен Вартимей кӑшкӑрса каланӑ: «Давид йӑхӗнчи Иисус! Хӗрхенсем мана!» Петр кӑвайт умӗнче ӑшӑнса ларнине курнӑ. Вара ун ҫине тинкеререх пӑхса ҫапла каланӑ: «Эсӗ те Назаретри Иисуспа пӗрлехчӗ». Мана кунта яракан Атте ирӗкӗ вара ҫапла: Хама панисенчен пӗрне те Манӑн ҫухатмалла мар, юлашки кун ҫитсен вӗсене пурне те вилӗмрен чӗртсе тӑратмалла. Эсир Тасинчен, Тӳрӗлӗхлинчен тунса ҫын вӗлерекене ирӗке яма ыйтрӑр, Турӑ пӗрре пулнине ӗненсе эсӗ аван тӑватӑн. Ҫакнах усал сывлӑшсем те ӗненеҫҫӗ, чӗтресе кӑна тӑраҫҫӗ.
От Марка
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Выбор основного перевода