Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
От Марка
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Иисус пӗтӗм Галилея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӑл унти синагогӑсенче вӗрентнӗ, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, халӑха тӗрлӗ чир-чӗртен, халсӑрлӑхран сыватнӑ. Вӑл вӑхӑтра Иоана тӗрмене хупман пулнӑ-ха. Иисусӑн вӗренекенӗсем йышлансах пынӑ, Вӑл Иоанран та ытларах шыва кӗртет текен хыпар фарисейсем патне ҫитнӗ. Тӗрӗссипе вара, Иисус Хӑй шыва кӗртмен, вӗренекенӗсем кӗртнӗ. Фарисейсем Хӑйӗн ҫинчен илтнине пӗлсен Иисус каллех Иудейӑран Галилейӑна кайнӑ.
От Марка
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Выбор основного перевода