Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
От Марка
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Чылайӑшне Вӑл чир-чӗртен сыватнӑ, усал сывлӑшсене те нумай хӑваласа кӑларнӑ. Усалсене Вӑл Хӑй Христос пулнине пӗлни ҫинчен калама чарнӑ. Вара Вӑл пӗтӗм Галилея тӑрӑх ҫӳресе унти синагогӑсенче ӳкӗтлесе вӗрентнӗ тата усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларнӑ. Иисус вара вӗсене Хӑй ҫинчен пӗлтерме хыттӑнах чарнӑ. Иисуспа вӗренекенӗсем тинӗс леш енчи Гадара ҫӗрне ҫитсе чарӑннӑ. Иисус кимӗ ҫинчен ансанах Ӑна ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхран тухнӑ усал ернӗ пӗр ҫын тӗл пулнӑ. Вӑл ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхсенче пурӑннӑ, ӑна никам та сӑнчӑрласа та чарайман. Ҫынсем темиҫе хут та унӑн алли-урине сӑнчӑрласа-тимӗрлесе пӑхнӑ, анчах вӑл сӑнчӑрӗсене тата-тата пӑрахнӑ, тимӗрӗсене ватнӑ. Ӑна никам та лӑплантарма пултарайман. Ҫав ҫын яланах, кунӗн-ҫӗрӗн сӑртсем ҫинче тата ҫӗр хӑвӑлӗсенчи тупӑклӑхра кӑшкӑрашса, хӑйне-хӑй чулпа ҫапса сусӑрлатса ҫӳренӗ. Вӑл, Иисуса инҫетренех асӑрхаса, Ун патне чупса пынӑ та чӗркуҫленсех пуҫҫапнӑ. «Эй, Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ Иисус! – тесе хыттӑн кӑшкӑрнӑ вӑл. – Санӑн манпа мӗн ӗҫ пур? Турӑ ячӗпе Сана тархаслатӑп, ан асаплантар мана». Мӗншӗн тесен Иисус ӑна: «Усал сывлӑш, тух ҫак ҫын ӑшӗнчен», – тенӗ пулнӑ. «Эсӗ мӗн ятлӑ?» – тесе ыйтнӑ унран Иисус. «Эпир нумаййӑн, ҫавӑнпа та эпӗ „пулккипех“ ятлӑ», – тенӗ Ӑна лешӗ. Унтан хӑйсене ҫав тӑрӑхран хӑваласа ан ятӑр тесе вӗсем Иисуса йӑлӑнсах тархасланӑ. Ҫавӑнтах, ту патӗнче, пӗр пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ. Усалсем пурте Иисуса: «Пире ҫав сыснасен ӑшне кӗме ярсам», – тесе йӑлӑннӑ. Иисус ҫавӑнтах вӗсене ирӗк панӑ. Вара усал сывлӑшсем, тухса, сыснасем ӑшне кӗнӗ. Унтан сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫырантан тинӗсе сикнӗ, пурте путса вилнӗ. Кӗтӳре икӗ пине яхӑн сысна пулнӑ. Сысна пӑхакансем вара хуланалла чупнӑ та ҫавӑн ҫинчен хулара тата таврари ялсенче кала-кала кӑтартнӑ. Халӑх мӗн пулнине курма тухнӑ. Хайхисем Иисус патне пынӑ та акӑ мӗн курнӑ: ҫав ҫын, пулккипе усал ернӗскер, тумланса ларнӑ та чипер ӑс-тӑнпах ларать. Ҫакна курсан вӗсем хӑрасах кайнӑ. Куҫӑн курнисем вӗсене усал ернӗ ҫынпа мӗн пулса иртнине те, сыснасем ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. Вара халӑх Иисуса хӑйсен ҫӗрӗ-шывӗнчен кайма тархасла пуҫланӑ. Иисус кимӗ ҫине ларнӑ чухне хайхи усал ернипе асапланнӑ ҫын хӑйне те пӗрле илме йӑлӑннӑ. Анчах та Иисус ӑна пӗрле илмен. «Эсӗ киле кай та Хуҫа Турӑ хӑвӑншӑн мӗн тунине, епле хӗрхеннине тӑванусене каласа кӑтарт», – тесе кӑна хушса хӑварнӑ. Унтан ҫав ҫын Вунхула ҫӗрне кайнӑ та Иисус ӑна мӗн туни ҫинчен каласа ҫӳреме пуҫланӑ. Вара пурте тӗлӗннӗ. Унтан кайсан Иисус Тирпа Сидон ҫӗрне пынӑ та пӗр ҫуртра чарӑнса тӑнӑ. Вӑл Хӑй унтине никама та пӗлтересшӗн пулман, анчах ҫынсем пурпӗрех пӗлнӗ. Хӗрне усал ернӗ пӗр хӗрарӑм Иисус килни ҫинчен илтнӗ те, пырса, Ун ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ, хӗрӗ ӑшӗнчи усала хӑваласа кӑларма тархасланӑ. Вӑл хӑй урӑх халӑх хӗрарӑмӗ, Сирофиники ҫынни пулнӑ. Анчах та Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Малтан ачасене тӑрантармалла, мӗншӗн тесен ачасем ҫиес ҫӑкӑра йытӑсене пӑрахса пани аван мар». «Ҫапли ҫапла та-ха, Хуҫамӑр, – тавӑрнӑ Ӑна хӗрарӑм, – анчах йытӑсем те ача-пӑча сӗтел айне ӳкернӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ-ҫке». «Сӑмаху тӗрӗс пулчӗ, – тенӗ ӑна Иисус, – халӗ каях, хӗрӳ ӑшӗнчи усал тухрӗ!» Киле пырсан ҫак хӗрарӑм хӑйӗн хӗрӗ вырӑн ҫинче выртнине курнӑ. Ун ӑшӗнчи усал тухнӑ иккен. Халӑх хушшинчен пӗри Ӑна ҫапла хуравланӑ: «Вӗрентекен! Эпӗ Сан патна чӗлхесӗр тӑвакан усал сывлӑш ернӗ ывӑлӑма илсе килтӗм. Ҫав усал сывлӑш ӑна ӑҫта ярса илет, ҫавӑнта ҫӗре ӳкерет. Вара ывӑлӑм кӑпӑк кӑларса, шӑлне шатӑртаттарса выртать, шӑнӑр туртнипе хытсах каять. Ҫав усала хӑваласа кӑларма эпӗ Санӑн вӗренекенӳсенчен ыйтрӑм, анчах вӗсем пултараймарӗҫ». Иисус вара ӑна ҫапла тавӑрса каланӑ: «Эй, ӗненмен ӑру! Тата хӑҫанччен Манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен Манӑн сире тӳсмелле-ши? Ачине Ман патӑма илсе килӗр эппин». Ӑна Иисус патне илсе пынӑ. Усал сывлӑш Иисуса курнӑ-курманах ачана чӗтретсе пӑрахнӑ та, вӑл ҫӗре ӳксе, кӑпӑк кӑларса йӑвалана пуҫланӑ. «Ывӑлна капла пулни чылайранпа-и?» – ыйтнӑ вара Иисус ачан ашшӗнчен. «Мӗн пӗчӗкренех, – тенӗ лешӗ. – Усал сывлӑш ӑна пӗтерес тесе вута та, шыва та темиҫе хут сиктерчӗ. Хӗрхенсем пире, мӗн те пулин тума пултарсан, пулӑшсам». Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Мӗн чухлӗ те пулин ӗненетӗн пулсан, ӗненекеншӗн Турӑ пурне те пултарттарать». Ача ашшӗ, куҫҫульленсе, ҫав самантрах: «Ӗненетӗп, Хуҫамӑр! Ӗненсех ҫитерейместӗп пулсан, пулӑшсам!» – тесе кӑшкӑрса янӑ. Иисус, халӑх васкаса пуҫтарӑннине курса, усал сывлӑша чарса каланӑ: «Чӗлхесӗр-хӑлхасӑр тӑвакан сывлӑш, сана хушатӑп: тух ун ӑшӗнчен, текех нихӑҫан та ун ӑшне ан кӗр!» Вара усал сывлӑш кӑшкӑрса ярса, ачана чӗтретсе пӑрахса ун ӑшӗнчен тухнӑ. Ача вилнӗ пек выртнине курсан: «Вилсе кайрӗ», – тенӗ чылайӑшӗ. Анчах та Иисус ӑна аллинчен тытса тӑратнӑ та, вӑл тӑнӑ. Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене илтсен вӗренекенӗсем тӗлӗнсе хытсах кайнӑ. Анчах та Иисус вӗсене татах ҫапла каланӑ: «Ачамсем, пуянлӑха шанакансене Турӑ Патшалӑхне кӗмешкӗн епле йывӑр! Вӗсем Иерусалима каякан ҫулпа пынӑ. Сехӗрленсе ӳкнӗ вӗренекенӗсем умӗнче Иисус пынӑ, вӗсем хыҫҫӑн вара хӑраса кайнӑ халӑх утнӑ. Иисус Вун иккӗшне чӗнсе илсе вӗсене каллех Хӑйне мӗн кӗтнине кала пуҫланӑ:
От Марка
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Выбор основного перевода