Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Хӑвӑр мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр, – тавӑрнӑ вара Иисус. – Эпӗ ӗҫес асап куркине ӗҫме, Эпӗ кӗрес асап шывӗпе тӗне кӗме пултарайӑр-и?» «Пултаратпӑр», – тенӗ ывӑлӗсем. «Манӑн чунӑм вилесле хурланать, эсир ҫакӑнта Манпа пӗрле пулӑр-ха, ан ҫывӑрӑр», – тенӗ вӗсене Иисус. Анчах та Иисус вӗсене ҫапла тавӑрнӑ: «Хӑвӑр мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр. Эпӗ ӗҫес асап куркине ӗҫме, Эпӗ кӗрес асап шывӗпе тӗне кӗме пултарайӑр-и эсир?» «Халӗ Манӑн чунӑм пӑлханса кайрӗ. Мӗн калам-ши? „Аттем, Мана ҫак саманта курассинчен хӑтар!“ – теес-и? Анчах та Эпӗ шӑпах ҫак самантшӑн килнӗ.
Выбор основного перевода