Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Эсир хӑвӑр валли мул тӳпере пухӑр. Унта кӗве те ҫимест, тутӑхса та пӗтмест, вӑрӑсем те ҫӗмӗрсе кӗрсе вӑрламаҫҫӗ. Хӑвӑрӑн пурлӑхӑра сутӑр та чухӑнсене пулӑшӑр. Вара хӑвӑршӑн тӳпере арканми арча, иксӗлми пурлӑх хатӗрлесе хурӑр. Унта вӑрӑ та пымасть, кӗве те ҫимест. Ку тӗнчере пуяннисене каласа ӳкӗтле: вӗсем хӑйсене ытлашши мӑнна ан хуччӑр, ултавлӑ пуянлӑхне мар, чӗрӗ Турра шанччӑр. Пире савӑнса пурӑнма мӗн кирлине Турӑ туллин парать. Ҫапла тусан вӗсем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн мул пухӗҫ. Ҫав мул вара – пуласлӑхӑн ҫирӗп никӗсӗ.
Выбор основного перевода