Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Ҫӗр ҫинче хӑвӑр валли мул ан пухӑр: кунта кӗве те ҫиет, тутӑхса та пӗтет, вӑрӑсем те ҫӗмӗрсе кӗрсе вӑрлаҫҫӗ. Иисус ҫамрӑк ҫынна ҫапла каланӑ: «Пӗр кӑлтӑксӑр пулас килсен кайса хӑвӑн пурлӑхна сут та укҫине чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх пӗлӗт ҫинче пулӗ. Ху кил те Ман хыҫҫӑн пыракан пул». Ҫавна илтсен Иисус ӑна каланӑ: «Санӑн ӗнтӗ пӗри ҫитеймест. Хӑвӑн пӗтӗм пурлӑхна сут та укҫине чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх ҫӳл тӳпере пулӗ. Ху кил те Ман хыҫҫӑн пыракан пул». Вӗсем хӑйсен пурлӑхне, япалисене сутса кама кирлӗрех, ҫавсене валеҫнӗ. Вӗсем хушшинче ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнакансем пулман, мӗншӗн тесен ҫӗр пуррисем, кил-ҫуртлисем пурте ҫавсене сутнӑ, вара укҫи-тенкине апостолсене панӑ. Ҫапла вӗсем кирек камӑн мӗн ҫитменнине ҫитерсе тӑнӑ. Тӗрмене хупнисен асапне, ҫав шутрах манӑнне те, эсир те пӗрлех пайлатӑрччӗ. Тӳпере хӑвӑрӑн лайӑхрах, пӗтми пурлӑх пуррине пӗлнӗ пирки ҫӗр ҫинчи пурлӑхӑра туртса илнишӗн те кулянмастӑрччӗ.
Выбор основного перевода