«Ун чухне Ҫӳлти Патшалӑх ҫутаткӑҫсем илсе кӗрӳ каччӑна хирӗҫ тухнӑ вунӑ хӗр евӗрлӗ пулӗ.
Астӑвӑр, сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑт хӑҫан ҫитессе пӗлме пултараймастӑр.
Хӑйӗн мухтавӗн пуянлӑхне кура Вӑл сире вӑй патӑрччӗ, Хӑйӗн Сывлӑшӗпе ӑшӑрсенчи ҫӗнелнӗ этеме ҫирӗплетсе ӳстертӗрччӗ тесе кӗлтӑватӑп.
Эппин чӑнлӑх пиҫиххине ҫыхса, тӳрӗлӗхӗн тимӗр тумне тӑхӑнса, ҫирӗп тӑрӑр.
Ҫавӑнпа та, савнӑ тусӑмсем, ӑс-тӑнӑра ҫивӗчлетӗр, сыхӑ пулӑр. Иисус Христос тепре килсессӗн хӑвӑр ырӑлӑх илессе ҫирӗп шанӑр.