Эпӗ тӗнчене килмен пулсан, каламан пулсан, вӗсем хӑйсем ҫылӑхлине пӗлмӗччӗҫ. Халӗ вӗсем, ҫылӑхлӑскерсем, хӑйсене тӳрре кӑлараймӗҫ.
Кам Мана кураймасть, вӑл Аттеме те кураймасть.
Эпӗ вӗсене никам тӑвайман ӗҫсене туса кӑтартман пулсан вӗсем хӑйсем ҫылӑхлине пӗлмӗччӗҫ. Халӗ вӗсем Эп тунӑ ӗҫсене курчӗҫ, пурӗпӗрех Мана та, Аттеме те кураймаҫҫӗ.