Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Анчах та Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Манӑн Аттем Хӑйӗн ӗҫне яланах тӑвать, Эпӗ те тӑватӑп». Ывӑлне юратнӑран Ашшӗ Хӑй мӗн тунине йӑлтах Ӑна кӑтартать. Вӑл Ӑна тата пысӑкрах ӗҫсем кӑтартӗ-ха, вара эсир тӗлӗнсех кайӑр. Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Кун ҫути вун икӗ сехете пымасть-им вара? Кун ҫутипе ҫӳрекен такӑнмасть, мӗншӗн тесен вӑл тӗнче ҫутине курать. Иисус ҫапла каланӑ: «Ҫуттӑн сирӗнпе пуласси нумаях юлмарӗ. Ҫутӑ пур чухне, сире тӗттӗм хупӑрличчен, ҫӳресе юлӑр. Мӗншӗн тесен тӗттӗмре ҫӳрекен хӑй ӑҫта кайнине те пӗлмест. Каҫ иртрӗ, кун ҫывхарса килет. Ҫавӑнпа та тӗттӗмлӗх ӗҫӗсене сирсе ывӑтар та ҫутӑлӑх хӗҫӗсем тытар. Эппин, кун ҫутинчи пек йӗркеллӗ пурӑнар. Намӑссӑрланса та ӗҫке ярӑнса, ясарланса та аскӑнланса, хирӗҫсе те кӗвӗҫсе пурӑнар мар. Мӗншӗн тесен эсир пурте – ҫутӑ ачисем, кун ҫути ачисем. Эпир каҫ ачисем те, тӗттӗмлӗх ачисем те мар. Эппин ыттисем пек ҫывӑрса выртар мар, сыхӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ пулар. Мӗншӗн тесен, сыхлӑха ҫухатса, ҫывӑракан ҫӗрле ҫывӑрать, ӗҫсе ӳсӗрӗлекен те ҫӗрле ӗҫет. Эпир вара, кун ҫути ачисем пулнӑ май, ӗненӳпе юратулӑхӑн тимӗр тумне тата ҫӑлӑнас шанчӑкӑн шлемне тӑхӑнар, хамӑр ӑс-тӑна ҫухатар мар.
Выбор основного перевода