Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
– Фарисейсемшӗн ан кулянӑр, вӗсем суккӑрсене ҫавӑтса пыракан суккӑрсем. Енчен те суккӑра суккӑр ҫавӑтса пырать пулсан, вӗсем иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкӗҫ». Эй, суккӑр фарисей! Чашӑк-тирӗк тулашӗ таса пултӑр тесен малтан ӑшне тасат. Акӑ, эсӗ хӑвна иудей тетӗн, саккуна шанса хӑвна лӑплантаратӑн, Турӑпа мухтанатӑн. Эсӗ Турӑ ирӗкне те пӗлетӗн, саккунран вӗренсе мӗн лайӑххине те ӑнкаратӑн. Пӗлӳпе чӑнлӑх – саккунра тетӗн эсӗ. Саккуна пӗлнӗрен эсӗ хӑвна суккӑрсене ҫавӑтса пыракан, тӗттӗмрисене ҫутӑ паракан, вӗренмен ҫынсене вӗрентекен, ӑссӑррисене ӑс паракан тесе шухӑшлатӑн. Пӗлӳпе чӑнлӑх – саккунра тетӗн эсӗ. Саккуна пӗлнӗрен эсӗ хӑвна суккӑрсене ҫавӑтса пыракан, тӗттӗмрисене ҫутӑ паракан, вӗренмен ҫынсене вӗрентекен, ӑссӑррисене ӑс паракан тесе шухӑшлатӑн. Епле-ха эппин эсӗ, ыттисене вӗрентсе, хӑвна ху вӗрентместӗн? «Ан вӑрла», – тесе вӗрентетӗн, ху мӗншӗн вӑрлатӑн? «Мӑшӑрсен пӗр-пӗрне улталамалла мар», – тесе вӗрентетӗн, ху мӗншӗн улталатӑн? Суя турӑ кӗлеткисенчен йӗрӗнетӗн, анчах ҫав кӗлеткесем ларакан керменсене ҫаратма мӗншӗн йӗрӗнместӗн? Эсӗ, саккунпа мухтанаканскер, мӗншӗн саккуна пӑсса Турӑ ятне хисепрен кӑларатӑн? Ҫырнинче каланӑ пек, сирӗн пирки урӑх халӑх ҫыннисем Турӑ ятне хурлаҫҫӗ.
Выбор основного перевода