Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Турӑ сумлӑхӗнчен хӑракан, чӑнлӑхпа пурӑнакан кирек мӗнле халӑх ҫыннине те Турӑ кӑмӑллать. Ялтан яла ҫӳресе усал сывлӑш ернисене сыватакан иудейсен хӑш-пӗр тухатмӑшӗсем те Иисус Хуҫамӑр ятне асӑна пуҫланӑ: «Сире, усал сывлӑшсене, Павел ӳкӗтлесе вӗрентекен Иисус ячӗпе тухма хушатпӑр!» – тесе тухатнӑ вӗсем. Иудейсен Скева ятлӑ аслӑ священникӗн ҫичӗ ывӑлӗ ҫапла хӑтланса ҫӳренӗ. Анчах та усал сывлӑш вӗсене каланӑ: «Иисуса та пӗлетӗп, Павела та пӗлетӗп, эсир вара кам пулатӑр?» Унтан усал сывлӑш ернӗ ҫын тухатмӑшсем ҫине ҫав тери вӑйлӑн сиксе ӳкнӗ те вӗсене парӑнтарнӑ. Вара вӗсем, хӗнесе пӗтернӗскерсем, ҫав ҫуртран ҫарамасах тухса тарнӑ.
Выбор основного перевода