Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Иисус вӗсене хуравланӑ: «Эсир Ҫырнине те, Турӑ хӑватне те пӗлмен пирки аташатӑр. Мухтавлӑран та мухтавлӑ пулма Христосӑн ҫак асапа курмалла марччӗ-им вара?» Унтан Иисус вӗсене Моисейран пуҫласа пур пророксем те Ҫырнинче Хӑйӗн пирки мӗн каланине ӑнлантарса панӑ. вара вӗсене каланӑ: «Ҫырнинчи пекех, Христосӑн ҫапла асап курмаллаччӗ, виҫҫӗмӗш кунне вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмаллаччӗ. анчах та Турӑ Ӑна вилӗм тыткӑнӗнчен хӑтарса чӗртсе тӑратрӗ, Ӑна вилӗм те тытса чараймарӗ. Давид Ун ҫинчен ҫапла каланӑ: „Эпӗ яланах Хуҫамӑра кураттӑм, мӗншӗн тесен эпӗ иккӗленесрен Вӑл манӑн сылтӑм енче тӑратчӗ. Ҫавӑнпа чӗрем савӑнӑҫпа тулать, сӑмахӑмсем хаваслӑ, шанчӑк пуртан ӳт-пӗвӗм те канӑҫса лӑпланӗ. Мӗншӗн тесен Эсӗ чунӑма вилнисем хушшинче хӑвармӑн, сӑваплӑ ҫыннуна ҫӗрсе кайма памӑн. Эсӗ мана пурӑнӑҫ ҫулне кӑтартрӑн, Хӑвӑн умӑнта Эсӗ чун-чӗреме савӑнӑҫпа тултарӑн“. Эй, тӑван ҫыннӑмсем! Давид мӑн асаттемӗр пирки сире хӑю ҫитерсе калам: вӑл вилнӗ те ӑна пытарнӑ; унӑн вил тӑприйӗ те халичченех сыхланса юлнӑ-ха. Ӗнтӗ пророк пулнӑ пирки вӑл Турӑ тупа тусах престол ҫине хӑйӗн йӑхӗнчен Суйласа илнине лартма сӑмах панине пӗлсе тӑнӑ. Христос чӗрӗлсе тӑрасси пирки Давид малтанах каланӑ, Унӑн чунӗ вилнисем хушшинче юлмӗ, ӳчӗ ҫӗрмӗ тенӗ. Ӑна, Иисуса, Турӑ чӗртсе тӑратнине эпир пурте хамӑр куҫпа хамӑр куртӑмӑр. Ҫырнинче каланӑ пекех, Ӑна пытарнӑ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ.
Выбор основного перевода