Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: эсир ӗсӗклесе йӗрӗр, ӳлесе макӑрӑр, анчах та тӗнче савӑнӗ. Эсир хуйха ӳкӗр, анчах та сирӗн хуйхӑр савӑнӑҫпа ылмашӗ. Ҫавнашкалах эсир те халӗ тертленетӗр. Акӑ Эпӗ тепӗртакран сире курӑп та, сирӗн чӗрӗрсем савӑнӑҫпа тулӗҫ. Ҫав савӑнӑҫа сирӗнтен никам та туртса илеймӗ. Анчах та пӗр салтакӗ Ӑна аякӗнчен сӑнӑпа чикнӗ, ҫавӑнтах юнпа шыв юхса тухнӑ. «Эпир Хуҫамӑра куртӑмӑр!» – тенӗ ӑна ытти вӗренекенӗсем. «Пӑталасан суранланнӑ аллисене, аяк пӗрчисене тытса пӑхмасӑр ӗненместӗпех!» – тенӗ Фома ыттисене. Унтан Фомана каланӑ: «Пӳрнӳсене тӑс-ха! Акӑ Манӑн аллӑмсем. Халӗ аллуна тӑсса Манӑн аякӑмри сурана сӗртӗн. Ан иккӗлен, ӗнен!»
Выбор основного перевода