Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Анчах та хӑйсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисенчен хӑранипе пурте Ун ҫинчен вӑрттӑн ҫеҫ калаҫнӑ. Ашшӗпе амӑшӗ иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисенчен хӑранипе ҫапла каланӑ. Мӗншӗн тесен ятлӑ-сумлисем Ӑна Христос тесе йышӑнакансене синагогӑран уйӑрса ярас тесе калаҫса татӑлнӑ пулнӑ. Каярахпа Аримафейӑра ҫуралса ӳснӗ Иосиф Иисус ӳтне хӗрес ҫинчен илме Пилатран ирӗк ыйтнӑ. Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ пулин те, иудейсенчен хӑранипе ҫакна Иосиф палӑртман. Пилат ӑна ирӗк панӑ. Вара вӑл Иисус ӳтне пырса илсе кайнӑ. Эрнен малтанхи кунӗнче Мария Магдалина тул ҫутӑлса ҫитнӗ-ҫитменех тупӑклӑх патне пынӑ. Пӑхнӑ та – курах кайнӑ: шӑтӑка хупланӑ чула такам йӑвантарса янӑ. «Канӑҫлӑх пултӑр сире! – саламланӑ вӗсене Иисус тепӗр хут. – Ӗнтӗ Аттем Мана сире вӗрентме янӑ пекех, Эпӗ те сире ыттисене вӗрентме яратӑп». Тепӗр сакӑр кунран Унӑн вӗренекенӗсем каллех пӗр пӳртре пуҫтарӑннӑ. Фома та вӗсемпе пӗрлех пулнӑ. Ҫапла питӗрӗнсе ларнӑ чухне Иисус кӗрсе тӑнӑ та вӗсен умне тухса саламланӑ: «Канӑҫлӑх пултӑр сире!» Эрнен малтанхи кунӗнче эпир пурте ҫӑкӑр хуҫса ҫимелли йӑлана тума пухӑнтӑмӑр. Тепӗр куннех ҫула тухма шут тытнӑран Павел вӗренекенсемпе ҫур ҫӗрчченех калаҫрӗ.
Выбор основного перевода