Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Ҫав вӑхӑтра питӗ вӑйлӑн ҫӗр чӗтренсе илнӗ, мӗншӗн тесен Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ тӳперен анса тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса янӑ та хӑй ун ҫине ларнӑ. Ангел ҫиҫӗм пек ялтӑртатса тӑнӑ, тумтирӗ юр пек шурӑ пулнӑ. «Ан хӑрӑр, – тенӗ вара ангел хӗрарӑмсене, – пӑталанӑ Иисуса эсир шыранине пӗлетӗп. Унтан, тупӑклӑха кӗрсен, вӗсем сылтӑм енче шап-шурӑ тум тӑхӑннӑ пӗр ҫамрӑк ларнине асӑрханӑ. Вара хӗрарӑмсем тӗлӗннипе питӗ хӑраса ӳкнӗ. Хӗрарӑмсем ним тума пӗлмесӗр тӗлӗнсе тӑнӑ чух, сасартӑк вӗсен умне ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ икӗ ҫын пырса тӑнӑ.
Выбор основного перевода